Чунçÿрев пирки

Кӗске истори

Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.

Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурăнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чăвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккĕмĕшĕнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хутшӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревçĕсем Пушкӑрта ҫитиех каяççĕ.

Маршрут

Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухатпӑр: Митта Ваҫлейне, Г. Айхине, Анатолий Миттова, К. Иванова, Н. Ашмарина пуҫ таятпӑр.

Тӗллевсем

  • чӑваш ҫамрӑкӗсене халӑх историйӗпе тата тымарӗсемпе паллаштарасси;
  • чӑваш ҫамрӑкӗсен "Сӑвар" пӗрлешӳне кӗртесси (пӗрлешӗве кӗрес тесен чӑвашла ят йышӑнмалла /Пӳлерте/);
  • Валем Хуҫа ҫӑл куҫӗ патӗнче вырнаҫнӑ юпа патӗнче тупа туса чӑвашла ят йышӑнасси;
  • аякри чӑвашсене концертсемпе савӑнтарасси;
  • фольклор пухасси.

Унсӑр пуҫне юпасем лартатпӑр. Ҫак ҫулсенче хутшӑнакансем Кӑнна Кушкинче, Пӑлхарта, Сӑварта, Пӳлерте, Силпире, Муром хулашӗнче асӑнмалӑх юпа лартнӑ. Ҫитес ҫул Ешӗл (Ишлӗ, Ошел) хулашӗн вырӑнӗнче лартма палӑртнӑ.

Чунҫӳреве пуҫтарӑннӑ май мӗн илмелле?

Ҫула автобуспа тухаҫҫӗ. Ҫывӑрма шкулсене, клубсене вырнаҫма тивӗ. Хӑш-пӗр каҫ палаткӑсенче те ҫӗр каҫма тивӗ, уйрӑмах Пӑлхарта. Ҫавна май ҫула пуҫтарӑннӑ май апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ япала, гигиена хатĕрĕсене илме ан манӑр. Спальник таврашне чунҫӳреве йӗркелекенсем те илсе пырӗҫ-ха, ҫавах та хӑвӑрпа илнине нимӗн те ҫитмӗ. Апата ҫичӗ кунлӑх илмелле. Хӑвӑрт пӑсӑлакан ҫимӗҫе сахалтарах илмелле, илсен те пӗрремӗш кунсенче ҫисе яма тӑрӑшмалла. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче час-часах тӗрлӗ лавккасенче чарӑнма тӳр килӗ — ҫавӑнпа та укҫа илсе тухни аван. Ҫулта укҫа ытлашши нумай тӑкакланмасть, ҫапах та тӗрлӗ сувенирсем туянма кӑштах та пулин укҫа уйӑрӑр.

 

Авалхи чăваш хулисем