Чунçӳрев-2011 маршручĕ

Ахаль чухне Чунçӳрев маршручĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йышăннă çĕрсем урлă иртет: Шупашкар (çулçӳрев пуçламăшĕ) — Çеçпĕл (Çеçпĕл Мишши палăкĕ) — Тикеш (Патăрьел районĕ, хулаш вырăнĕ) — Кăнна Кушки (Тутарстан, И.Я. Яковлев, Тихăн Петĕркки, Максимов-Кошкинский тата ыттисен çуралнă ялĕ) — Чĕмпĕр (И.Я. Яковлев музейĕ) — Ухинккел (Самар облаçĕ, тĕне кĕмен чăвашсен ялĕ) — Слакпуç (Пушкăртстан, К.В. Иванов, Яков Ухсай) — Силпи (Пушкăртстан, «Нарспи» поэма вырăнĕ) Пӳлер (Тутарстан, чăваш ячĕсене йышăнни) — Сăвар (Тутарстан) — Аслă Пăлхар (Тутарстан) — Кив Хусан (Тутарстан)Шупашкар.

 

2011 çулхи Чунçӳрев маршручĕ вара кăшт урăхларах пулĕ — çул хĕвелтухăçнелле мар, кăнтăралла, чăвашсен мăн асслашшĕсем пурăннă вырăна, Кавказа, выртĕ:

Шупашкар (çулçӳрев пуçламăшĕ)

Çеçпĕл (Çеçпĕл Мишши палăкĕ)

Чĕмпĕр (иртсе кайăпăр çеç)

Сызрань (иртсе кайăпăр çеç)

Çăрттанлă (Пенза облаçĕ, выр. Неверкино) — кунта çĕр каçăпăр, концерт парăпăр. Ял Пенза облаçĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă.

Сарăту (выр. Саратов, иртсе кайăпăр çеç)

Волгоград (иртсе кайăпăр çеç)

Ăçтăрхан (выр. Астрахань, иртсе кайăпăр çеç)

Махачкала — кунта çĕр каçса (тинĕс хĕрринче) икĕ кун ирттерĕпĕр. Концертсем, тĕлпулусем пулĕç, авалхи чăваш хулисене — Сементере, Сăвара, тата ыттисене çитсе курăпăр.

Ăçтăрхан (иртсе кайăпăр çеç)

Волгоград (иртсе кайăпăр çеç)

Сарăту (иртсе кайăпăр çеç)

Чăваш ялĕ (пĕр чăваш ялĕнче çĕр каçма чарăнса концерт памалла. Хăш ял пулни паллă мар-ха...)

Сызрань (иртсе кайăпăр çеç)

Чĕмпĕр (иртсе кайăпăр çеç)

Шупашкар (çулçӳрев вĕçĕ)

 

Авалхи чăваш хулисем