Иванов Константин Васильевич

Иванов Константин Васильевич — чăваш сăвăçи, чăваш литературин классикĕ. 1890 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Слакпуçра (Ĕпхӳ кĕпернийĕ) çуралнă. Хальхи вăхăтра ку ял Пушкăрт Республикин Пелепей районне кĕрет. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче чирлĕ Константин Васильевич çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ку унăн тăван ялĕнчех пулса иртнĕ.

Кун-çулĕ

1903-07 çулсенче Константин Иванов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.

Патшана хирĕçле митингсене хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса янă, 1907 çулта унăн тăван ялне, Слакпуçа, таврăнма тивнĕ. 1909 çулта экстерн майĕпе экзамен тытса халăх учителĕ ятне илет.

Пултарулăхĕ

Литературăпа Кĕçтӳк 1907 çулта кăсăкланма пуçланă. Чи малтанхи пултарулăх тапхăрĕнче вăл вырăс классикĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

1908 çулта Чĕмпĕрте «Нарспи» поэма пичетленет.

Ытти сăввисене илес пулсан «Хальхи самана», «Шуйттан чури», «Икĕ хĕр», «Тăлăх арăм» сăвăсене асăнма пулать.

 

Авалхи чăваш хулисем