Хапăл тăватпăр!

Чăваш тĕнчи халăхăн кун-çулĕ евĕрех аслă — унăн чиккисем Чаваш Енпе вĕçленмеççĕ, самай инçе сарăлаççĕ. Чăваш тĕнчи аякри-аякри çĕрсене çитет — Тутарстан, Пушкăртстан, Çĕпĕр... Чăваш халăхĕ вăл вырăнсене тĕрлĕ вăхăтра çитнĕ.

Чунçÿрев тĕллевĕ — çак анлă чăваш çĕрĕсемпе паллашасси, чăваш халăхăн чаплă çыннисене сума сăвасси. Чунçÿрев Вăта Сăварта (Шупашкарта) пуçланать те эрне хушшинче Чĕмпĕрпе Самар тăрăхне, Тутарстана, Пушкăртстана çитет. Çулçÿрев хакĕ — аслисемшĕн 2 пин тенкĕ, студентсемпе ачасемшĕн — 1 пин тенкĕ.

Чунçÿреве тухма кăмăл пур пулсан — çырăнăр, пĕрле илсе кайăпăр.

 

Авалхи чăваш хулисем